Саркайăк - шăнкăрчран пысăкрах кайăк. Çутă вăрмансенче, парксемпе садсенче вăрттăн пурăнать. Сасси тăрăх кăна тупма пулать. Çăмартисем (4-5) хура пăвăр пăнчăсемлĕ, шурă тĕслĕ. Çырласем пиçсе çитнĕ вăхăтра çырласем çине тапăнаççĕ. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче вĕçсе килеççĕ. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче каяççĕ. Пирĕн тăрăхра пур çĕрте те тĕл пулать.